System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.lxvwvnmb.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Обзор прессы: "Мăнкун вăййисем" / МБОУ "Калайкасинская СОШ им. А. Г. Николаева" Моргаушского района / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Директор
Ершова Татьяна Аркадьевна
Вĕрентекенсен сайчĕсем - Сайты учителей
Администраци - Администрация
Вĕренÿ организацийĕ çинчне калани - Сведения об образовательной организации
Тĕп информаци - Основные сведения
Вĕренÿ организацийĕн тытăмĕ - Структура и органы управления образовательной организации
Документсем - Документы
Вĕренÿ - Образование
Вĕренÿ стандарчĕсем - Образовательные стандарты
Вĕрентекенсен йышĕ - Педагогический состав
Тÿлевлĕ вĕренÿ - Платные образовательные услуги
Укçа-тенкĕпе хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ - Финансово-хозяйственная деятельность
Ирĕклĕ ĕç вырăнĕ - Вакантные места для приема (перевода)
Вĕренĕве пурлăхпа техника никĕсĕ çинче йĕркелени - Материально-техническое обеспечение и оснащенность образовательного процесса
Стипендисемпе тата ытти пулăшу - Стипендии и иные виды материальной поддержки
Профильное обучение
События
2016-2017
2017-2018
2018-2019
2019-2020
2020-2021
Фотоотчеты
Get Adobe Flash player
"Мăнкун вăййисем"
Дата: 03.03.2018

Авторĕсем:

Данилова Алина Николаевна,

кĕçĕн классене вĕрентекен;

Колбасова Маргарита Ильинична,

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Мăнкун вăййисем

Пĕлÿ тĕллевĕ: Тăван халăхăн ырă йăли-йĕркипе паллашса ăна ăруран ăрăва

аталантарасси, интереслентересси, халăх юрри-ташшисене вĕрентесси.

Воспитани тĕллевĕ: Тăван халахăн сăвви-юррин кĕввине туйтарса илесси, малалла аталантарасси.

Эстетика тĕллевĕ: Ача-пăча вăййин илемлĕхне курма вĕрентесси.

Ачасем шавласа чупса кĕреççĕ. Вĕсемпе пĕрле ватă мучи кĕрет.

Ачасем. Асатте, асатте, хĕвел тухать.

Мучи. Мăнкун уявĕнче хĕвел ташласа тухать, ачасем. Çак уяв мĕнле пуçланса кайнине пĕлетĕр-и эсир?

Ачасем. Çук.

Мучи. Апла пулсан итлĕр. Пĕррехинче, кĕр кунĕсем иртсен, сивĕ хĕл çитнĕ. Усал Вупăр карчăкки хăйĕн тарçисене Хĕвеле сÿнтерме янă тет. Лешсем вара Хĕвеле тапăнма пуçланă тет.Ăна пĕлĕт çинчен туртса антарма шутланă. Хĕвел çав самантран пĕлĕт çине сайра хутра çеç улăхма пуçланă тет.

Чăваш паттăрĕсем çут Хĕвеле пулăшма шутланă. Пĕр çĕр пин яш пуçтарăнса хĕвел тухăçне çул тытнă. Çичĕ кун ат çичĕ каç çак паттăрсем Вупăр карчăкăн тарçисемпе çапăçнă тет. Юлашкинчен çĕнтернĕ тет çавсене. Вупăр карчăкки çĕр шăтăкне тарса пытаннă тет те шуйттан патшалăхĕнче хÿтлĕх тупнă тет. Çут Хĕвеле чăваш паттăрĕсем тĕрленĕ сурпан çине хурса чи çÿллĕ ту çине улăхса пĕлĕт çине хунă тет.

Хĕвел вара питĕ хĕпĕртесе, татах та çутăрах ялкăшса, пурне те савăнтарса кашни кунах пĕлет çине тухма пуçланă тет. Кăвак пĕлĕтре ылтăн Хĕвел кăлтăрмач пек кусса çÿреме тытăннă тет.

Çут Хĕвеле хисеплесе авалхи чăвашсем Мăн куна уявлама пуçланă.

Хĕвел тухнă чух ваттисем ача-пăча çине вĕсем çулталăкĕпех сывă пулччăр тесе тырă сапнă, хăмла вĕçтернĕ. Эпĕ те сапам-ха сирĕн çине./Ачасем çине тырăпа хăмла сапать./ Уяв тĕлне тата ача-пăчана савăнмашкăн çитĕннисем урам варринче чуччу çакнă. Ачасем унта вылянă, чуччу ярăннă.

1. Карçынккара чечек нумай,

Карçынккара чечек нумай.

Сарри те, кăвакки те, симĕсси те,

Сарри те, кăвакки те, симĕсси те.

2. - Эсир уна (ă)çтан тупнă,

Эсир уна (ă)çтан тупнă?

- Тĕрлĕ-тĕрлĕ пахчаран та

Симĕс курăк хушшинчен.

Тĕрлĕ-тĕрлĕ пахчаран та

Симĕс курăк хушшинчен.

3.- Эсир унпа мĕн тăваттăр,

Эсир унпа мĕн тăваттăр?

- Эпир уна, эпир уна

Кантăк çине лартатпăр.

Эпир уна, эпир уна

Кантăк çине лартатпăр.

Икĕ пĕчĕк сар автан

Тытăннă вăрçма паян.

Эх, вăрçаççĕ, эх, чаваççĕ

Пĕр-пĕрне куçран-пуçран.

Патак илтĕм те пĕрне

Хăваларăм кил енне.

Мĕн пустуй çапăçмалла,

Тус-юлташлă пулмалла.

Сарайĕнчи сар чăххи

Сар çăмарта тăвасшăн.

Кăт-кăт- кăтăк, кăт-кăт-кăтăк!

1. Упи каçман çырминчен

Эпир каçса килтĕмĕр.

Упи тухман вăрманчен

Эпир тухса килтĕмĕр.Эй, аппа, тус аппа,

Тус аппа, пире кала-ха?

2. Çÿл ампар та вир пăтти –

Çиейресчĕ çупала…

-Йытă кулли пултăрах,

Йытă кулли пултăрах.

Эй, аппа, тус аппа,

Тус аппа, пире кала-ха?

Çатан çинчи сар автан

Çунат çапса авăтать.

Ку-ка-ре-ку, ку-ка-ре-ку!

- Нарт-нарт кăвакал,

Ăçта каян кăвакал?

- Атăл улăхне каятăп.

- Атăл улăхĕнче мĕскер пур?

- Çап-çаврака йăвам пур.

- Йăву ăшĕнче мĕскер пур?

- Çап-çаврака çăмартам пур.

- Çăмарту ăшĕнче мĕскер пур?

Çÿрен хушка тиха пур.

Кÿлтĕм кайрăм Хусана,

Хусан вырăсĕ килте çук,

Майри кĕçенет, лаши йĕрет,

Ĕни вĕрет, йытти макăрать.

Лисук ăна илтрĕ те

Мăйне тăсса мăшкăллать.

Ку-ка-ре-ку, ку-ка-ре-ку!

Ку-ка-ре-ку, ку-ка-ре-ку!

Уçланкăри çеремре çитмĕл тĕслĕ чечек пур. / Пирĕн çамрăк чĕрере анне панă хăват пур. / Ай-хай улма сачĕсем, юрлаччăр-и кайăксем.

Юрлаччăр-и кайăксем, çитрĕç çамрăк вăхăтсем.

Сарри саккăр ташларĕ, хури тăххăр ташларĕ. / Эп ни сарă, ни хура, эп те пĕрле ташларăм. / Ай-хай улма сачĕсем, юрлаччăр-и кайăксем.

Юрлаччăр-и кайăксем, çитрĕç çамрăк вăхăтсем.

Ташши, ташши салакайăк ташши / Салакайăк ташши мар, Муркаш ташши. Ай-хай улма сачĕсем, юрлаччăр-и кайăксем.

Юрлаччăр-и кайăксем, çитрĕç çамрăк вăхăтсем.

Актуально
ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çыру - 28 января 2020 года -Послание Главы ЧР Государственному Совету
РФ Президенчĕ Федераци пухăвне янă Çыру - 15 января 2020 года - Послание Президента России Федеральному Собранию
Ачасен шанăç телефонĕн номерĕ - Номер детского телефона доверия
Историпе тăван тавралăх музейĕ - Историко-краеведческий музей
Муркаш район администрацийĕн сайчĕ - Сайт администрации Моргаушского района
Вĕренÿ пайĕн сайчĕ - Сайт отдела образования Моргаушского района
Ю.Федотова асăнса ирттернĕ йĕлтĕрçĕсен республика эстафетти - Республиканская лыжная эстафета памяти Ю.Федотова
1-мĕш класа йышăнасси - Прием в 1 класс
Месячник оборонно-массовой и спортивной работы
ГТО
Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ - Безопасность дорожного движения
Терроризм профилактики - Профилактика терроризма
Хăрушсăрлăх шкулĕ - Школа безопасности
Информация о трудоустройстве выпускников профессиональных образовательных организаций и образовательных организаций высшего образования
Коррупцие хирĕç Противодействие коррупции
Моргаушский район -край перспективного туризма
Государственная итоговая аттестация
Мы в КОНТАКТЕ
Осторожно, грипп!
Республиканский детский парламент Чувашской Республики
Грантовый проект "Шаг навстречу"
Электронная школа
Отдых и оздоровление детей-2019
Национальный проект "Образование" 2019-2024гг.
Горячее питание
Фонд президентских грантов
Методическая работа в школе
Дистанционное обучение
Проектория
Центр образования цифрового и гуманитарного профилей "Точка роста"
Профильное обучение
Реквизиты
Rambler's Top100 TopList